Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ черетсӗр 15-мӗш ларӑва пухӑнса райадминистраци пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Николай Хорасёвпа ӗҫ килӗшӗвне татас ыйтӑва тишкернине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Николай Евгеньевичӑн контракт вӑхӑчӗ тухнӑччӗ.
Тепӗр 5 кунтан депутатсем тепӗр хутчен ларӑва пухӑннӑ. Унта вӗсем Николай Хорасёва район администрацине ертсе пыма шаннӑ.
Район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ хыпар тӑрӑх хакласан, пуҫлӑха суйлмалли конкурс комиссийӗн ларӑвӗ маларах иртнӗ. Комисси членӗсем икӗ кандидата сӗннӗ-мӗн. Уҫӑ сасӑлавра депутатсем Николай Хорасёвшӑн сасӑланӑ.
Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, паян, ирхине 4 сехет те 41 минутра Шупашкар районӗнчи Уйкас ялӗнче Малти урамри 5-мӗш ҫурт ҫунма тытӑннӑ.
Шел пулин те, инкексӗр пулман. Пушарта 57 ҫулти кил хуҫи вилнӗ. Халӗ ҫӑлавҫӑсем пушар мӗнрен тухнине палӑртаҫҫӗ.
Темиҫе кун каялла вара Ҫӗнӗ Шупашкарта Кӑнтӑр урамӗнчи 20-мӗш ҫуртри хваттер ҫуннӑ. Унта ҫулӑм балкон ҫинче алхаснӑ. Пушар ҫӳлти хутри хваттер ҫине хӑвӑрт куҫнӑ. Унта та балкон ҫуннӑ.
Шупашкар районӗнчи Моҫҫакасси ялӗнче пурӑнакансене шыв ыйтӑвӗ канӑҫ памасть. Шыв башнине темиҫе сехетлӗхе яраҫҫӗ, анчах кранран кӑшт ҫеҫ шыв юхать. Ирӗксӗрех ҫӑл патне утма е лавккаран туянма тивет.
Ялта – 70 хуҫалӑх. Уйрӑмах ватӑсене, нумай ачаллӑ ҫемьесене, выльӑх-чӗрлӗх тытакансене йывӑр килет. Чылай чухне кӳршисем, килтех ҫӑл чавнисем, ҫӑлаҫҫӗ. Ялти ҫӑл вара тахҫанах юрӑхсӑра тухнӑ.
Ялти шыв башнине 1986 ҫулта хута янӑ. Унтанпа ӑна тӗплӗ юсаман та. Кӑлтӑксем унччен те пулнӑ-ха. Уйрӑмах ҫулла пахча шӑварнӑ чухне напор ҫитмен. Халӗ мӗн пулнӑ? Ыйтава пӗр уйӑх уҫӑмлатаҫҫӗ ӗнтӗ. Малтан рабочисене шыранӑ, унтан ҫӗнӗ насос кӗтнӗ. Халӗ вара специалистсем шыв пӑрӑхӗ ӑҫтан шӑтма пултарнине тӗрӗслеҫҫӗ. Шыв резервуара тулать-ха, анчах ҫынсем патне ҫитмест.
Вырӑнти тӳре-шара кивелнӗ башньӑна пуҫаруллӑ бюджетировани программипе юсама сӗнет. Строительство министерствине заявлени панӑ ӗнтӗ. Хальлӗхе вара ҫынсен хӑйсенех ӑҫтан та пулин шыв тупма тивет.
Иртнӗ эрнере тата тепӗр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ черетсӗр 15-мӗш ларӑва пухӑннӑ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусем хушшинче райадминистраци пуҫлӑхӗпе ҫыхӑнни те пулнӑ.
Депутатсем Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Николай Хорасёвпа ӗҫ килӗшӗвне татассине тишкернӗ. Николай Евгеньевичӑн контракт вӑхӑчӗ тухнӑ.
Халӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Николава пурнӑҫлать.
Шупашкар районӗнчи Курак Чурачӑк ялӗнче 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче икӗ арҫын — кӳршӗсем — хирӗҫсе кайнӑ. 69 ҫулти арҫын хӑй пурӑнакан хӗрарӑм килӗнче 55 ҫулти кӳршипе хирӗҫсе кайнӑ.
Малтан икӗ арҫын тавлашса кайнӑ. Унтан асли хӑйнчен кӗҫӗнреххине икӗ хутчен тапса ҫапнӑ, унтан ҫӗҫӗпе кӑкӑрӗ тӗлнче чикнӗ. Сурана пула арҫын кӑштахран вилсе кайнӑ.
Тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ хыҫҫӑн 69 ҫулти арҫын пуҫ чирӗпе аптӑрани палӑрнӑ. Вӑл хӑй мӗн хӑтланнине ӑнланса пӗтереймест иккен. Ӑна психиатри пульницине ӑсатма йышӑннӑ.
Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра паян «Деревья и мы» (чӑв. Йывӑҫ тата эпир) ятлӑ курав уҫӑлнӑ. Ӑна Вячеслав Еткер кӳлепеҫӗ 60 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.
Кӑшӑлвирус чирӗ сарӑлнине шута илсе курава уҫнӑ уява чылайӑнах пухӑнман. Район администрацийӗ ячӗпе социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Татьяна Иванова тухса калаҫрӗ. Вӑл скульптора Хисеп хучӗпе чысларӗ. Юбиляра саламлама пысӑк ушкӑн Чӑваш ӳнерҫисен ушкӑнӗнчен пынӑччӗ. Вӗсем Вячеслав Еткере кӗпе тӑхӑнтартрӗҫ, тӗрлӗ парнесем парнелерӗҫ. Тӑванӗсем те — ывӑлӗпе кинӗ тата мӑнукӗ 60 ҫул тултарнӑ ӳнерҫе ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ.
Вячеслав Еткер (Андреев) 1962 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Тимой ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Ишлейре пурӑнать, кунтах унӑн ӗҫ лаҫҫи вырнаҫнӑ. 1989 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ, ӳнерпе графика факультетне пӗтернӗ.
Вячеслав Еткер ытларах енӗпе йывӑҫран касса кӳлепесем тӑвать. Вӑл хатӗрленӗ юпасем республикӑн тата Раҫҫейӗн чылай кӗтесӗсенче вырнаҫнӑ. Вячеслав Еткер тунӑ парк кӳлеписем ҫавӑн пекех Элӗкре, Красноармейскинче тата ытти район центрӗсенче тӑраҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче администраци пуҫлӑхне суйлӗҫ. Иртнӗ уйӑхӑн юлашки кунӗнче Депутатсен пухӑвӗн 14-мӗш черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Унта депутатсемпе пӗрлех структура подразделенийӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ. Райадминистраци пуҫлӑхӗ Николай Хорасев та пулнӑ. Пухӑва район пуҫлӑхӗ Виктор Михайлов ертсе пынӑ.
Кун йӗркине кӗртнӗ ыйту Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне суйлас енӗпе конкурс комиссийӗ ирттересси пулнӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхне суйламалли конкурс комиссине ӗнер, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, республика шайӗнче те ҫирӗплетнӗ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи Мошкассинчи клуб заведующийӗнче ӗҫлекен Эльвира Альмешкина «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ клуб тӗрлӗрен ӗҫлет. Тилхепене тар тӑкас кӑмӑллӑ профессионала тыттарсан ӗҫ те каять.
Эльвира Альмешкина культура отраслӗнче мӗн ҫамрӑкранпах вӑй хурать. Ҫав енӗпе вӑл ятарлӑ пӗлӳ те илнӗ. Юратнӑ ӗҫӗ чун киленӗҫӗпе пӗр килнӗрен хӗрарӑм хӑйӗн тивӗҫне ӗмӗрӗпех кӑмӑлтан пурнӑҫлать.
Тӑрӑшуллӑ культура ӗҫченӗ – чӑвашла тата вырӑсла сценарисемпе методика сӗнӗвӗсен, ҫӗнӗ формӑллӑ мероприятисен авторӗ. Мероприятисен ре-жиссер-постановщикӗ те вӑлах. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ конкурса хореограф евӗр хутшӑнать.
Паян Чӑваш Енри 11 вӗренӳ учрежденири ачасене эвакуацилеме тивнӗ. Мина хуни ҫинче калакан хыпар Шупашкарти 91 вӗренӳ организацине ҫитнӗ. Шупашкар районӗнчи 20 шкулпа ача пахчине те ҫавӑн пек майпа хӑратнӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсемпе ача пахчисен администрацийӗсем ятарлӑ службӑсене ҫийӗнчех пӗлтернӗ. Ачасемпе ӗҫченсене ҫывӑхри учрежденисене эвакуациленӗ. Шкулсемпе ача пахчисенче паян право хуралӗн ӗҫченӗсем ӗҫленӗ.
Комсомольскинче пурӑнакан Ревокат Моисеев нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.
«Унӑн пурнӑҫӗ тата паттӑрлӑхӗ пирӗншӗн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ», – саламланӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев сумлӑ шурсухала. Вӑл фронтовикӑн ҫарти паттӑрлӑхне те, республика аталанӑвӗшӗн тӑрӑшнине те палӑртса хӑварнӑ. к
Ревокат Прохорович Элтепере фронтран хӑй ҫырнӑ ҫырусене кӑтартнӑ, хӑй тӗрлӗ хаҫата ҫырса пынӑ статьясене те вӑл пухса пынӑ иккен. Тата, паллах, дипломсемпе наградӑсене.
Ревокат Моисеев Шупашкар районӗнчи Ойкасси ялӗнче 1922 ҫулта ҫуралнӑ. Колхозри счетоводра, комсомол организацийӗн секретарӗнче тӑрӑшнӑ, Патшалӑх банкӗн Ишлейри уйрӑмӗнче кредит инспекторӗнче, Мӑн Сӗнтӗрти уйрӑмӗнче управляющи пулса ӗҫленӗ. Мускаври финанспа кредит техникумӗнче куҫӑмсӑр майпа вӗреннӗ. 1957 ҫултан пуҫласа 1983 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен Патшалӑх банкӗн Комсомольскинчи уйрӑмӗнче управляющи пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |